Ҫак кунсенче хӑш-пӗр муниципалитетра сити-менеджера суйласси малалла пырать. Иртнӗ эрнекун, чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Шупашкар хулинче ҫеҫ мар, Комсомольски районӗнче те администраци пуҫлӑхне суйланӑ. Чӑваш халӑх сайчӗн вулаканӗсене тӳрех пӗлтерер: тилхепене ҫӗнӗ ҫынна тыттарман, унчченхинех пуҫлӑхра хӑварнӑ.
Депутатсен районти пухӑвне район пуҫлӑхӗ — «Дружба» ял хуҫалӑх производство кооперативӗ тата «Сюрбеево» тулли мар яваплӑ обществӑн ертӳҫи Ремис Мансуров ертсе пынӑ. Конкурс комиссийӗн пӗтӗмлетӗвӗпе комисси председателӗ — Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Юрий Попов паллаштарнӑ. Районти депутатсем Александр Осипов кандидатуришӗн сасӑланӑ.
Чӑваш Енри ӗҫсӗр ҫынсене ҫӗнӗ пӗлӳ илме пулӑшаҫҫӗ. Кун пирки республикӑн Ӗҫлӗх служби хыпарлать. Унта пӗлтернӗ тӑрӑх, хушма пӗлӳ илме 1300 ҫынна янӑ, ҫав шутран 628-шӗ — Шупашкар хулинче пурӑнакан ӗҫсӗр ҫынсем.
Хӑш енӗпе вӗренме ярасси рынокра паян епле специалистсем кирлинчен килет. Сӑмахран, ҫӗвӗҫе, парикмахера, интерьер дизайнерне, чӗрне хитре сӑрлама вӗрентеҫҫӗ. Бухгалтерсемпе «В» категориллӗ водитель пулма та вӗрентсе кӑлараҫҫӗ.
Пӗлӳ илме ытларах чухне хӗрарӑмсем килӗшеҫҫӗ. Маларах асӑннӑ 628 ҫынран 394-шӗ — хӗрарӑмсем.
Авӑн уйахӗн 23-мӗшӗнченпе Светлана Каликова культура министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлать. Халӗ ӑна ку должноҫе ҫирӗплетнӗ. РФ Культура министерстви унӑн кандидатурине ырланӑ.
2007 ҫулта вӑл ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствин пресс-секретарӗ пулнӑ, унтан Михаил Игнатьевӑн пресс-службине ертсе пынӑ. 2014 ҫулта ӑна информаци политикин министрӗн ҫумне ҫирӗплетнӗ. 2015 ҫулта ЧР Элтеперӗн пулӑшуҫи пулса тӑнӑ, ҫур ҫуртан Элтеперӗн пресс-секретарӗн тивӗҫне пурнӑҫлама тытӑннӑ. 2018-2019 ҫулсенче Чӑваш кӗнеке издательствине ертсе пынӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкар мэрне суйланӑ. Ку должноҫе «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗ Алексей Ермолаев йышӑннӑ. Ку хыпара «Правда ПФО» сайтра пӗлтернӗ.
Унта палӑртнӑ тӑрӑх, Ҫӗнӗ Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн депутачӗсем Игорь Анакова хула пуҫлӑхне суйланине пӑрахӑҫланӑ. Ҫакна процедура йӑнӑшӗсемпе сӑлтавланӑ. Сӑмах май, Игорь Анакова хула пуҫлӑхне пӗр уйӑх каялла суйланӑ.
Алексей Ермолаев 1984 ҫулта Владимир хулинче ҫуралнӑ. 2007 ҫулта вӑл И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ пӗтернӗ. Халӗ Алексей Ермолаев «Платинум» стройфирмӑн тӗп директорӗ шутланать.
Чӑваш Ен Вӗрентӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулма Алесей Лукшина шаннӑ.
2015 ҫулхи утӑ уйӑхнчен пуҫласа Алексей Петрович Шупашкарти 45-мӗш шкул директорнче ӗҫленӗ. Асӑннӑ вӗрентӳ учрежденийӗ Ахазов урамӗнче вырнаҫнӑ. 2006 ҫулта Лукшин Мускаври патшалӑх уҫӑ университетӗнче юриспруденци енӗпе вӗреннӗ. 2010 ҫулта вӑл виҫӗ аслӑ шкулта квалификацие тӗрлӗ енӗпе ӳстернӗ.
Министрӑн пӗрремӗш ҫумн пуканӗ Алевтина Федоровӑна (халӗ вӑл — Ачасен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑй) ӗҫрен хӑтарнӑ хыҫҫӑн пушаннӑ.
Ӗнер министрӑн ҫумне Илья Царевские ӗҫрен кӑларнӑ. Ку пукана паян Николай Жуков йышӑннӑ.
Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн вӗҫӗ тӗлне Чӑваш Енре ӗҫсӗррисен йышӗ 6,4 хут ӳснӗ. Кун пирки республикӑн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви хыпарлани тӑрӑх Чӑвашстат пӗлтернӗ.
Пирӗн республикӑри Ӗҫпе тивӗҫтерекен центрсенче 29,1 пин ҫынна шута илнӗ. Ку вӑл пӗлтӗрхи кӑрлач-авӑн уйӑхӗсенчинчен 6,4 хут нумайрах. Маларах асӑннӑ хисепрен 27,5 пинӗшӗ ӗҫсӗр шутланаҫҫӗ.
Авӑн уйӑхӗн вӗҫӗ тӗлне илсен пӗр ваканси пуҫне 1,7 ҫын тивет. Ӗҫпе тивӗҫтерекен центрсенче, шел те, пысӑк квалификациллӗ вакансисем сахалтарах.
Паян Чӑваш Ен транспорт тата ҫул-йер хуҫалӑхӗн министрӗн ҫумне Евгений Павлова ӗҫрен хӑтарма йышӑннӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Ӑна республикӑн Министрсен Кабинечӗн ертӳҫи Олег Николаев юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Транспорт тата ҫул-йр хуҫалӑхӗн министрӗн Владимир Осиповӑн халӗ пӗр ҫум: Юрий Арлашкин.
Евгений Павлов министр ҫумӗн должноҫне 2016 ҫулта йышӑннӑ. Унччен вӑл финанс пайӗн пуҫлӑхӗ пулса ӗҫленӗ, патшалӑх программисене пурнӑҫлассишӗн тата ҫул-йӗр фончӗ валли уйӑракан укҫа-тенкӗпе усӑ курассишӗн яваплӑ пулнӑ.
РФ Инкеклӗ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри тӗп управленийӗнче пуҫлӑх улшӑннӑ. Унӑн тивӗҫӗсене Сергей Ерофеев пурнӑҫлать, хальлӗхе ӑна ҫирӗплетмен-ха.
Сергей Ерофеев Шупашкартах ҫуралса ӳснӗ. 1993-2010 ҫулсенче вӑл Етӗрне районӗнче ӗҫленӗ: пушарпа ҫӑлав отрячӗн инспекторӗ, пушар чаҫӗн пуҫлӑхӗ, патшалӑх пушар надзорӗн пайӗн ертӳҫи пулнӑ.
Иртнӗ эрнере асӑннӑ ведомствӑна Алексей Струженков ертсе пынӑ, вӑл ку пукана кӑҫал ҫу уйӑхӗнче йышӑннӑччӗ. Халӗ вӑл пуҫлӑхӑн пӗрремӗш ҫумӗ шутланать.
Станислав Антонов ку ведомствӑна 11 ҫул ертсе пынӑ. Вӑл кӑҫал ака уйӑхӗнче ку должноҫрен кайнӑ.
Паян Федерацин суд приставӗсен Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫӗнӗ ертӳҫипе Денис Борисовпа паллаштарнӑ. Ӑна хальлӗхе тивӗҫе пурнӑҫлама шаннӑ-ха.
Республикӑн Правительствин ҫуртӗнче ҫӗнӗ ертӳҫӗне Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин тивӗҫне пурнӑҫлакан Михаил Ноздряков йышӑннӑ. Ҫӗнӗ ҫынпа Федерацин суд приставӗсен службин директорӗн ҫумӗ — ҫӗршывӑн тӗп суд приставӗн ҫумӗ Денис Фирстов паллаштарнӑ.
Денис Борисов — шалти службӑн аслӑ лейтенанчӗ. Ку тытӑмра вӑл 2002 ҫултанпа ӗҫлет.
Михаил Ноздряков Дениса Борисова чӑваш ҫӗрӗ ҫинче ӑнӑҫлӑ ӗҫлеме ырӑ суннӑ.
Кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 4-мӗшнче республикӑн экономика министрӗн ҫумӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама Олег Молякова шаннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: вӑл — «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партире тӑракан Игорь Моляков депутатӑн пӗртӑванӗ. Олег Моляков 55 ҫулта. Вӑл 1993 ҫултан пуҫласа 2002 ҫулччен ЧР экономика министрӗн ҫумӗнче ӗҫленӗ, унтан Патшалӑх Думин депутачӗ пулнӑ. 2010 ҫул пуҫламӑшӗнче «РУКС» предприятире те ӗҫленӗ.
Ӗнер Олег Молякова министр ҫумӗнчен хӑтарма йышӑннӑ. Ӗнерех ӑна Чӑваш Ен Элтеперӗн Олег Николаевӑн пулӑшуҫи пулма ҫирӗплетнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |